Иртнӗ эрнере хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» республикӑри пӗрремӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: хореографи конкурсне «Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ Людмила Нянина тата Владимир Милютин балетмейстерсен ячӗпе ирттерме йышӑннӑ. Пултаруллӑ хореографсем ҫав тӑрӑхран тухнӑ.
Конкурса Чӑваш Енри Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Мари Элти Чикмери 9 коллектив 203 ташӑҫӑпа пырса ҫитнӗ.
Гран-прие Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ тата Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «Белара» халӑх ташӑ ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ачасем вӑйӑ вылянӑ. 12 ҫулти хӗрача йывӑҫ ҫине хӑпарса кайнӑ та анайман. Ытти шӑпӑрлан кун пирки васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ачасем адреса тӗплӗн калайманнипе тухтӑрсем ҫав вырӑна тӳрех шыраса тупайман.
Ирина Емельянова тата Андрей Егоров фельдшерсем, Игорь Мефодьев водитель ачана пулӑшнӑ. Хӗрачана ҫӗр ҫине антарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл малалла вылянӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын ӗҫрен килсен хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Каҫхине арӑмӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Василий Киргизов фельдшер унӑн инфаркт пулнине тӳрех палӑртнӑ, медпулӑшу пама пуҫланӑ. Кайран пациента машинӑна хурса Республикӑри кардиодиспансера илсе кайма тухнӑ.
Алексей Далызин водитель «пӑкӑсенчен» иртсе кайса Шупашкара васканӑ. Питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ вӑл. Юрать, ытти водитель васкавлӑ медпулӑшу машинине ирттерсе янӑ. Пациента пульницӑна вӑхӑтра илсе ҫитерсе операци тунӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗпе, тӗрлӗ преми лауреачӗпе Станислав Юхтарпа арт-тӗлпулу иртнӗ.
Станислав Юхтар (Михайлов) пултарулӑхӗ калама ҫук нумай енлӗ. Вӑл — живопись, графика, иллюстраци, прикладной искусство ӑсти. Ӑстаҫӑн пултарулӑхӗн тӗп теми чӑваш мифологийӗпе архаика культури пулса тӑраҫҫӗ.
Станислав Николаевич 1960 ҫулхи чӳк уйӑхн 3-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн (халӗ университет) художествӑпа графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнче М-7 федераци ҫулӗн 682-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина пырса ҫапӑннӑ: виҫӗ фура, "ГАЗ", "Газель" тата икӗ ҫӑмӑл автомашина.
Авари каҫхи 6 сехетре пулнӑ. Ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫын аманнӑ. Каҫхине авари вырӑнӗнче йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗрен Сӑнав поселокӗ патӗнче машинӑсене каялла ҫавӑрса тавран янӑ.
Паян ирхине Кӳкеҫпе Апаш хушшинче, Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель «зебра» умӗнче чарӑннӑ. Хыҫалта пыракан «Шевроле» ун ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире «Шевроле» водителӗ вилнӗ. Вӑл 34 ҫулта пулнӑ. 32 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, аварире вилнӗ водитель Ҫӗрпӳ район хаҫачӗн водителӗ пулнӑ. Унӑн икӗ пӗчӗк ачи юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын Ҫӗрпӳ районӗнчи никам пӑхса тӑман уйра кантӑр ҫитӗнтернӗ. Полицейскисем 400 ытла тӗмӗ тупса палӑртнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен ӗҫченсемпе пӗрле вӑрмантан А-151 ҫул ҫине тухакан машинӑна чарнӑ. Салонра ӳсен-тӑран тупнӑ.
54-ри водитель тата 37 ҫулти пассажир медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, куншӑн иккӗшне те 3 талӑклӑха арестленӗ. Водителӗн правине туртса илме, пысӑк штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Кайран йӗрке хуралҫисем пушӑ уйра кантӑр ӳснине асӑрханӑ. Пӗтӗмпе – 120 тӑваткал метр. Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ялӗнче хӗрарӑм ӗҫҫи вӑхӑтӗнче сарӑмсӑр вилнӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тимӗр алӑк айне пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла тырӑ упрамалли вырӑнта трактор ӗҫленӗ. Руль умӗнче 39 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл ӑнсӑртран склад алӑкне лектернӗ. Тимӗр алӑк йӑтӑнса аннӑ. Шӑп ҫавӑнта хӗрарӑм тӑнӑ. Вӑл алӑк айне пулсан вилмеллех аманнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче самосвалпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи тӑхӑр сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, тиев турттаракан машина светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире шар курнӑ «Хенда» автомобиль водительне, йывӑр суранланса пӗтнӗскере, больницӑна илсе кайнӑ.
Ярославль, Чита, Амур облаҫӗсенче, Приморье крайӗнче, Дагестанра, Калмӑк Республикинче вӗтӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шатра чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Чӑваш Енре хальлӗхе унашкал тӗслӗх ҫук.
Чир пирӗн пата ҫитмен пулсан та санитарсем ӑна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку енӗпе ятарлӑ вӗренӳ пулнӑ.
Сценари тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнче ӑнсӑртран сурӑх вилнӗ. Унӑн сив чир пулнӑ, шатра тапса тухнӑ. Ҫав вырӑна специалистсем дезинфекци тунӑ, сурӑх виллине утилизацие янӑ. Унтан санитарсем пост чиккисене тунӑ, машинӑсене дезинфекциленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |